1. Фессалоникийцам
1 2 3 4 5

1

Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррӑмӑрпа тата Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ Фессалоникӑри чиркӗве. Сире пурне те Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.

2

Хамӑр кӗлӗсенче сире аса илсе эпир яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр.

3

Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр.

4

Эй, Турӑ савнӑ тӑвансем! Сире Вӑл суйласа илнине эпир пӗлетпӗр.

5

Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.

6

Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр.

7

Эсир Македонипе Ахаия тӑрӑхӗнчи мӗн пур ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пулса тӑтӑр.

8

Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук.

9

Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ.

10

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.