1. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16

1

Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павелран тата Сосфен тӑванӑмран –

2

Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те.

3

Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

4

Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп.

5

Унпа пӗрлӗхлӗ пулса эсир мӗн пур пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пуйрӑр: тем тӗрлӗ сӑмах, тем тӗрлӗ пӗлӳ ытлӑн-ҫитлӗн илтӗр.

6

Ӗнтӗ эпир Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑшӑрта ҫирӗпленчӗ.

7

Ҫапла вара, сирӗн, Иисус Христос Хуҫамӑр килессе кӗтекенсен, пултарулӑх тӗлӗшӗнчен ҫитменни нимӗн те ҫук.

8

Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче сирӗн Ун умне пӗр айӑпсӑр тӑмалла пултӑрччӗ тесе, Вӑл сире юлашки вӑхӑтченех ҫирӗплетсе тӑрӗ.

9

Турра шанӑр: Вӑл сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, пирӗн Хуҫамӑрпа, пӗрле пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.

10

Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: пурте шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, харкашмасӑр-тумасӑр пурӑнӑр; пӗр кӑмӑллӑн, пӗр шухӑшлӑн ҫӳрӗр.

11

Мӗншӗн тесен, тӑванӑмсем, Хлоя кил-йышӗнчисем мана сирӗн хушшӑрта харкашусем пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

12

Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн. Сирӗнтен кашниех: «эпӗ Павел майлӑ», «эпӗ Аполлос майлӑ», «эпӗ Кифа майлӑ», «эпӗ вара Христос майлӑ» тесе ҫӳрет.

13

Христос пайланса кайнӑ пулать-и вара? Мӗн, сирӗншӗн Павела пӑталанӑ-и? Сире Павел ячӗпе тӗне кӗртнӗ-и?

14

Криспсӑр тата Гаийсӗр пуҫне эпӗ сирӗнтен нихӑшне те тӗне кӗртменнишӗн Турра тав тӑватӑп.

15

Эппин, сирӗнтен пӗри те ман ятӑмпа тӗне кӗнӗ тесе калама пултараймасть.

16

Тата эпӗ Стефан кил-йышӗнчисене шыва кӗртнӗччӗ, урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп.

17

Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла.

18

Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ.

19

Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӑслисен ӑслӑлӑхне аркатӑп, тӑнлисен тӑнлӑхне сирсе ярӑп».

20

Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта саккуна вӗрентекен? Ӑҫта ҫак тӗнчери тавлашу ӑсти? Турӑ ҫак тӗнчери ӑслӑлӑхран ӑссӑрлӑх туман-и?

21

Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.

22

Иудейсем хӑват кӑтартмашкӑн ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ.

23

Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала.

24

Анчах та чӗнсе илнисемшӗн – иудей-и вӑл, грек-и – Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ.

25

Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни этем ӑслӑлӑхӗнчен ҫӳллӗрех, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни этем вӑйӗнчен хӑватлӑрах.

26

Эй, Турӑ чӗнсе илнӗ тӑвансем! Хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха. Сирӗн хушшӑрта этемле виҫепе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран текеннисем нумай мар.

27

Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ.

28

Чаплисене пӑрахӑҫ тумашкӑн Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, мӗскӗннисене, ним тӗшне тӑманнисене суйласа илнӗ.

29

Ҫакна Турӑ Хӑйӗн умӗнче никам та мӑнкӑмӑлланса ан мухтантӑр тесе тунӑ.

30

Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.

31

Эппин, Ҫырнинче каланӑ пек: «мухтанас текен Турӑпа мухтантӑр».

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.