1. Тимофею
1 2 3 4 5 6

1

Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тата хамӑр шанчӑкӑмӑр Иисус Христос Хуҫамӑр хушнипе Унӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран –

2

ӗненӳри чӑн-чӑн ывӑлӑма Тимофея. Сана Атте Туррӑмӑрпа Христос Иисус Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет тата канӑҫлӑх пултӑр.

3

Хам Македоние ҫула тухас умӗн эпӗ сана Ефесрах юлма ыйтнӑччӗ, унти суя вӗрентӳсем саракансене чарӑнма хушса ӳкӗтлеме ыйтсаттӑм.

4

Эсӗ вӗсене халап хыҫҫӑн кайма, йӑх-несӗл тымарӗсене тӗпчесе вӗҫсӗр-хӗрсӗр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кӑна, Турӑ хушнӑ пек ӗненме чӑрмантарать кӑна.

5

Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх.

6

Хӑшӗ-пӗрисем, ҫак тӗллеврен пӑрӑнса, пуш сӑмах ҫаптарас ҫул ҫине тӑнӑ.

7

Вӗсем Турӑ йӗркине вӗрентесшӗн, анчах та хӑйсем мӗн каланине, мӗне ӗнентересшӗн пулнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.

8

Саккунпа тӗрӗс усӑ куракан ҫыншӑн саккун лайӑххине эпир пӗлетпӗр.

9

Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли,

10

ясаррисем валли, арҫынпа асакан арҫынсем валли, чура сутуҫисем валли, элекҫӗсем, выльӑхпа асакан арҫынсем валли, суеҫӗсем, тупа тунине пӑсакансем валли, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫлекен мӗн пур ҫын валли.

11

Ырӑлӑхлӑ Туррӑн мухтавлӑ Ырӑ Хыпарне пӗлтерме мана та шанса панӑ.

12

Хама вӑй-хӑват панӑ Христос Иисус Хуҫамӑра тав тӑватӑп. Вӑл мана шанса Хӑйшӗн ӗҫлеме ирӗк пачӗ.

13

Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.

14

Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ.

15

Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.

16

Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.

17

Ӗмӗрлӗх Патшине, вилӗмсӗр те курӑнми пӗртен-пӗр ӑслӑран та ӑслӑ Турра, ӗмӗр-ӗмӗр чыс та мухтав пултӑр. Аминь.

18

Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ,

19

ӗненӳллӗ те таса чунлӑ пул. Хӑшӗ-пӗрисем ҫав пахалӑхсене ҫухатрӗҫ те, вӗсен ӗненӗвӗ карап путнӑ пек путланчӗ.

20

Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.