2. Фессалоникийцам
1 2 3

1

Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррӑмӑрпа тата Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ Фессалоникӑри чиркӗве.

2

Сире пурне те Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.

3

Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.

4

Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр.

5

Эсир хӗн-хур тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир хӑвӑра тивӗҫес Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӳсетӗр.

6

Мӗншӗн тесен Турӑ тӗрӗслӗхлӗ: сире хӗн-хур кӑтартакансене хуйхӑ-суйхӑ тавӑрса парӗ,

7

сире вара, хӗн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуҫамӑр Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе тӳперен килнӗ чухне Турӑ пирӗнпе танах канӑҫлӑх парӗ.

8

Ун чухне Турра пӗлес теменнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнас теменнисене вутланакан ҫулӑмра тавӑру пулӗ.

9

Вӗсене Христос Хуҫамӑртан тата Унӑн хӑватлӑ мухтавӗнчен яланлӑхах уйӑрса ӗмӗрлӗх вилӗмпе айӑпланмалла тӑвӗҫ.

10

Ҫав юлашки кун Вӑл килӗ те мӗн пур ӗненекенӗсем Хӑйне савӑнса-тӗлӗнсе мухтанине курӗ. Эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗрен эсир те мухтакансем хушшинче пулӑр.

11

Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр.

12

Ҫапла майпа, эсир тӑрӑшнине пула, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗ мухтавлӑ пулӗ. Туррӑмӑрӑн тата Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе вара эсир те Ун урлӑ мухтава тухӑр.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.