2. Иоанна
1

1

Ватӑ ҫынран – хисеплӗ хӗрарӑмпа унӑн ачи-пӑчи патне. Эпӗ сире чӑнласах юрататӑп. Сире эпӗ кӑна мар, чӑнлӑхпа пурӑнакансем пурте юратаҫҫӗ.

2

Эпир хамӑр ӑшӑмӑрсенчи чӑнлӑха пула юрататпӑр. Ҫав чӑнлӑх ӗмӗрех пирӗнте пулӗ.

3

Сире, чӑнлӑхпа тата юратулӑхпа пурӑнакансене, Атте Турӑран тата Унӑн Ывӑлӗнчен Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.

4

Санӑн хӑш-пӗр ачусем, Атте Турӑ хушнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗпе кайнине пӗлсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм.

5

Халӗ вара, хисеплӗ хӗрарӑм, санӑн патна темле ҫӗнӗ пил-хушу мар, хамӑр ӗненме пуҫласанах пӗлнӗ пил-хушӑва ҫырса яратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр!

6

Юратни вӑл – Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пурӑнни. Хӑвӑр ӗненме пуҫласан илтнӗ пекех, ку пил-хушу сире юратса пурӑнма хушать.

7

Мӗншӗн тесен тӗнчере ултавҫӑсем нумайланчӗҫ. Вӗсем Иисус Христос ҫӗр ҫине ӳтленсе килнине йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫын вӑл – илӗртсе улталакан, антихрист.

8

Хамӑр мӗншӗн тӑрӑшнине ҫухатас марччӗ тесе, тулли сӑвап илесчӗ тесе, хӑвӑра хӑвӑр асӑрханса пурӑнӑр.

9

Христос вӗрентӗвне пӑсакан, ҫав вӗрентӳпе пурӑнман кашни ҫынах Турӑсӑр тӑрса юлать. Христос вӗрентӗвӗпе пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.

10

Кам та кам сирӗн патӑра ҫав вӗрентӗве мар, урӑххине вӗрентме пырать, ӑна килӗре те ан кӗртӗр, хапӑл ан тӑвӑр.

11

Мӗншӗн тесен унашкал ҫынна хапӑл туни унӑн усал ӗҫне хутшӑнниех пулать.

12

Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та хут ҫине чернилпа ҫырнипех ҫырлахассӑм килмест. Сирӗн патӑра хам пырса ҫитессе, савӑнмалӑх куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп.

13

Турӑ суйласа илнӗ пӗртӑванун ачисем сана салам калаҫҫӗ. Аминь.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.