2. Коринфянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13

1

Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене.

2

Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

3

Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр! Вӑл – хӗрхенӳлӗхӗн Ашшӗ, тем тӗрлӗ лӑплантару Турри.

4

Вӑл пире тӗрлӗ хӗн-хурта лӑплантарать. Турӑ панӑ ҫав лӑплантарупа эпир те хӗн-хур куракансене лӑплантарма пултаратпӑр.

5

Пурӑнӑҫӑмӑрта Христос тӳснӗ пек асапсем нумайланса пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ нумайрах та нумайрах лӑплантару илетпӗр.

6

Хурлӑх курасса та эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама куратпӑр. Лӑплану илнӗрен вара эпир чӑтнине эсир те тӳсӗмлӗн чӑтаятӑр.

7

Эпир сире ҫирӗп шанатпӑр. Лӑплану илессе те эпир сире лӑплантарма, ҫӑлӑнӑҫ пама илетпӗр. Эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: хурлӑхра та, лӑпланура та эсир яланах пирӗнпе пӗрле.

8

Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ,

9

пире вилмех пӳрнӗ пулӗ тенӗччӗ. Анчах та мӗн пулни йӑлтах хамӑра мар, вилнисене чӗртекен Турра шанмашкӑн пулса иртнӗ иккен.

10

Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ.

11

Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ.

12

Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.

13

Ҫырасса та эпир сирӗн пата вуласа ӑнланма ҫук япаласем ҫинчен ҫырмастпӑр. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче эпир сирӗн урлӑ, эсир пирӗн урлӑ мухтава тухасса ӑнлана пуҫларӑр, ӗнтӗ тӗппипех ӑнланса илессе шанатӑп.

14

Ҫырасса та эпир сирӗн пата вуласа ӑнланма ҫук япаласем ҫинчен ҫырмастпӑр. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗнче эпир сирӗн урлӑ, эсир пирӗн урлӑ мухтава тухасса ӑнлана пуҫларӑр, ӗнтӗ тӗппипех ӑнланса илессе шанатӑп.

15

Ҫакна ҫирӗп шанса, сире тепӗр хут чун-чӗм пархатарӗ парас тесе эпӗ сирӗн патӑра маларах пырасшӑнччӗ.

16

Пӗрре эпӗ сирӗн патӑра Македоние кайнӑ чухне ҫула май кӗресшӗнччӗ, тепре – унтан тавӑрӑннӑ чухне. Эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑр.

17

Ҫапла шухӑшласа эпӗ ҫӑмӑлттайла хӑтлантӑм-ши? Е мӗн те пулин тума шухӑшласан ҫак тӗнче ҫыннисем пек пӗрре апла, тепре капла калаҫатӑп-и?

18

Эпир сире пӗрре апла, тепре капла темен. Турӑ епле шанчӑклӑ, пирӗн сӑмахӑмӑр та ҫапла шанчӑклӑ.

19

Эпӗ те, Силуан та, Тимофей та – виҫсӗмӗр те – сирӗн патӑрта Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине килтерни «ҫапла» е «ҫук» тени мар, татӑклӑн «ҫапла» тени пулать.

20

Турӑ шантарнисем Христосра пурте «ҫапла». Ҫавӑнпа та эпир Христос урлӑ Турра «аминь» тесе мухтатпӑр.

21

Пире те, сире те Христоспа пӗрлӗхлӗ туса ҫирӗплетекенӗ, суйласа илекенӗ вара – Турӑ.

22

Вӑл пире Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, пулассине шантарса чӗремӗрсене Хӑйӗн Сывлӑшне хывнӑ.

23

Турӑ умӗнче калатӑп: сире хӗрхеннӗрен эпӗ Коринфа халӗ те пырса ҫитейместӗп-ха.

24

Эпир сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар – сире савӑнтармалӑх сирӗнпе пӗрле тӑрӑшасшӑн. Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.