2. Петра
1 2 3

1

Иисус Христос чуринчен тата апостолӗнчен Симон Петртан – Туррӑмӑрпа Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос тӳрӗлӗхне пула хамӑрпа танах паха ӗненӳ илнисене:

2

Турра тата Христос Иисус Хуҫамӑра пӗлсе пынӑҫемӗн сире ырӑлӑхпа канӑҫлӑх ытларах та ытларах пултӑр.

3

Хамӑра мухтавӗпе тата ырӑлӑхӗпе Чӗнсе илекене пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пынӑ пирки Турра хисеплесе пурӑнмашкӑн мӗн кирлине йӑлтах пире Унӑн турӑлӑх хӑвачӗ панӑ.

4

Хӑйӗн мухтавӗпех, ырӑлӑхӗпех Турӑ пире Хӑй евӗрлӗ пултарма чаплӑ та паха сӑмах парса шантарнӑ. Ҫав шантарнине тивӗҫмешкӗн вара пирӗн ку тӗнчере хуҫаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пӑрӑнмалла.

5

Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр.

6

Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр.

7

Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр.

8

Сирӗн ҫак пахалӑхсем пур пулсан, вӗсене аталантарса пыратӑр пулсан, сирӗн Иисус Христос Хуҫамӑра пӗлесси ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ пулӗ.

9

Камӑн ҫак пахалӑхсем ҫук, вӑл нимӗн те курмасть, суккӑр; вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене каҫарнине те астумасть.

10

Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр.

11

Вара Иисус Христос Хуҫамӑрӑн, Ҫӑлаканӑмӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн яриех уҫӑлӗ.

12

Эсир ҫакна пӗлсе тӑратӑр, хӑвӑра пӗлтернӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр. Апла пулин те, эпӗ сире ун ҫинчен астутарсах тӑмашкӑн пӑрахмӑп.

13

Чунӑм кӗлеткемре чухне сире ҫине-ҫинех аса илтерсе ыйхӑран вӑратни тӗрӗсех пулӗ тетӗп.

14

Мӗншӗн тесен чунӑм часах кӗлеткемрен уйӑрӑлса каясса эпӗ пӗлетӗп – ҫакна мана Иисус Христос Хуҫамӑр уҫса пачӗ.

15

Эппин, эпӗ сирӗнтен уйӑрӑлса кайсассӑн та ҫак сӑмахсем асӑртах упранччӑр тесе тӑрӑшӑп.

16

Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр.

17

Мӗншӗн тесен Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне Ӑна ҫӳлти мухтавлӑхран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра», – текен сасӑ илтӗнчӗ.

18

Тӳперен анакан ҫав сасса эпир Унпа пӗрле сӑваплӑ ту ҫинче пулнӑ чухне илтрӗмӗр.

19

Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет. Эсир те пророксен сӑмахне ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса аван тӑватӑр. Вӑл тул ҫутӑлса киличчен, чун-чӗрӗрсенче ирхи шуҫӑм ҫӑлтӑрӗ тухиччен ҫутатать.

20

Анчах та ҫакна малтанах пӗлсе тӑрӑр: Ҫырнинчи пророкла сӑмахсене никам та хӑй тӗллӗн ӑнлантарса параймӗ.

21

Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.