2. Тимофею
1 2 3 4

1

Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма тивӗҫнӗ, Христос Иисус урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулма шанчӑк илнӗ Павелран –

2

ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.

3

Эпӗ Турӑшӑн мӑн асаттемӗрсем пекех таса чунпа ӗҫлесе тӑратӑп. Хамӑн кӗллӗмре эпӗ сана ҫине-ҫинех, ирӗн-каҫӑн асилетӗп, саншӑн Турра тав тӑватӑп.

4

Эсӗ маншӑн куҫҫуль тӑкнине асилетӗп те – сана курассӑм килет. Курса чун-чӗререн савӑнӑттӑмччӗ.

5

Эсӗ чунтан ӗненнине те асилетӗп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те ҫавнашкалах ӗненетчӗҫ. Ҫав ӗненӳ санра пуррине шанатӑп.

6

Ҫавӑнпа та асту, Турӑ панӑ пултарулӑха сӳнме ан пар; ҫав пултарулӑха эпӗ сана алӑ хурсах парсаттӑм.

7

Турӑ пире хӑрав сывлӑшне паман-ҫке-ха. Вӑл пире хӑватлӑ, юратуллӑ, таса ӑслӑ сывлӑш панӑ.

8

Эппин Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн ан вӑтан. Манран та, Уншӑн тӗрмере лараканскертен, ан имен. Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн асап курасран ан хӑра, мӗншӗн тесен Турӑ пире вӑй парсах тӑрать.

9

Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ.

10

Анчах та пама пулни халӗ тин, Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос килсессӗн, палӑрнӑ. Вӑл вилӗме тӗп тунӑ, Ырӑ Хыпар урлӑ тӗнчене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ илсе килнӗ.

11

Ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн мана ӳкӗтлевҫӗ тата апостол, ытти халӑхсен вӗрентӳҫи тунӑ.

12

Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.

13

Ху манран илтнӗ чӑн-чӑн вӗрентӗве тӗслӗх вырӑнне хурса Иисус Христос панӑ ӗненӳпе тата юратулӑхпа пурӑн.

14

Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра.

15

Асирисем пурте, ҫав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ.

16

Онисифор кил-йышне Хуҫамӑр ырӑлӑх патӑрах. Эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмасӑрах Онисифор мана хавхалантарсах тӑчӗ.

17

Унтан та ытларах, хӑй Римра чухне вӑл мана шыраса тупма пултарчӗ.

18

Ҫав юлашки кун ҫитсен Хуҫамӑр ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне курмалла тутӑрах. Ефесра вӑл мана мӗн тери пулӑшнине эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.