3. Иоанна
1

1

Ватӑ ҫынран – савнӑ Гай патне. Эпӗ сана чӑнласах юрататӑп.

2

Савнӑ тӑванӑм! Эпӗ санӑн сывлӑхушӑн кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑҫемӗн санӑн пурне те ӑнӑҫтарса пымалла пултӑрччӗ тетӗп.

3

Ӗненекен тӑвансем эсӗ Турӑ чӑнлӑхне чунпа парӑнни ҫинчен килсе каласа кӑтартрӗҫ те, эпӗ питӗ савӑнтӑм.

4

Ачамсем чӑнлӑхпа ҫӳреҫҫӗ тени мана пуринчен те ытла савӑнтарать.

5

Савнӑ тӑванӑм! Эсӗ ӗненекен тӑвансемшӗн, уйрӑммӑнах ҫул ҫӳрекеннисемшӗн, тӑрӑшса чӑн-чӑн Христос ҫынни пек тӑватӑн.

6

Вӗсем ӗненекенсем умӗнче сан юратулӑху ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерчӗҫ. Эсӗ вӗсене, Турра юрӑхлӑ пек, ҫул ҫине лайӑх пуҫтарса-хатӗрлесе яр.

7

Мӗншӗн тесен вӗсем урӑх халӑх ҫыннисенчен нимӗн илмесӗрех Христос ҫинчен вӗрентме ҫула тухса кайнӑ.

8

Ҫапла ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесен, унашкаллисене хапӑл тӑвас пулать.

9

Ӗненекен ушкӑнрисем патне эпӗ ҫыру ҫырса ятӑм, анчах та вӗсен пуҫлӑхӗ Диотреф, хуҫаланма юратаканскер, пире йышӑнмасть.

10

Ҫавӑнпа та эпӗ, пырас пулсассӑн, вӑл мӗн хӑтланса пурӑнни ҫинчен аса илтерӗп. Вӑл пире усал сӑмахсем каласа хӑртать. Унпа та ҫырлахмасть-ха: вӑл ӗненекен тӑванӑмӑрсене хӑй те йышӑнмасть, йышӑнас текенсене те чарать. Кам ҫул ҫӳрекен тӑванӑмӑрсене хапӑл тӑвать, ҫавсене Диотреф чиркӳрен хӑваласа ярать.

11

Савнӑ тӑванӑм! Усаллинчен мар, ырринчен тӗслӗх ил. Ырӑ тӑвакан ҫын вӑл Турӑран, усал тӑвакан вара Турра пӗлмест.

12

Димитрий ҫинчен пурте лайӑхпа кӑна асӑнаҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй ун ҫинчен каласа ҫирӗплетет. Ун ҫинчен эпир те шантарсах калатпӑр, эпир ҫирӗплетни чӑн пулнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.

13

Манӑн сирӗн патӑра ҫырса ямалли нумай, анчах та чернилпа, ҫыркӑчпа ҫырнипех ҫырлахас килмест.

14

Сан патна ҫитсе куҫа-куҫӑн курса калаҫасса шанатӑп.

15

Канӑҫлӑх пултӑр сана! Тусусем сана салам яраҫҫӗ, эсӗ те тусӑмӑрсене ятран салам кала. Аминь.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.