Деяния

1

Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ.

2

Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ.

3

Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.

4

Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ.

5

Мӗншӗн тесен Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, эсир вара тепӗр темиҫе кунран Святой Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр».

6

Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?»

7

Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтпа куна пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар.

8

Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».

9

Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ.

10

Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ.

11

«Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».

12

Апостолсем вара Елеон текен ту ҫинчен Иерусалима тавӑрӑннӑ. Тӑвӗ Иерусалимран инҫех те мар, шӑмат кун утма юранӑ ҫул тӑршшӗнче, пӗр ҫухрӑма яхӑнра, вырнаҫнӑ пулнӑ.

13

Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.

14

Вӗсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа Турра кӗлтуса пурӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле унта темиҫе хӗрарӑм, Иисус Амӑшӗ Мария тата Иисусӑн тӑванӗсем пулнӑ.

15

Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.

16

Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.

17

Мӗншӗн тесен Иуда пирӗнпе пӗр йышраччӗ, Турӑ ӗҫне тума ӑна та шӑпа тухнӑччӗ.

18

Анчах та таса мар ӗҫшӗн илнӗ укҫипе Иуда пӗр ана ҫӗр туянчӗ. Унӑн виллине те, питӗ хытӑ ӳкнипе вар-хырӑмӗ ҫурӑлса, ӑш-чикки тухса кайнӑскере, ҫав ана ҫинчех тупнӑ.

19

Ҫакна Иерусалим ҫыннисем пурте пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ана вырӑнне тӑван чӗлхипе вӗсем Акелдама тесе ят панӑ, ку вӑл Юн Ани тени пулать.

20

Псалом кӗнекинчех ҫапла ҫырнӑ: „унӑн кил-ҫурчӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан ан пултӑр“, тата „ӑна шанса панӑ ӗҫе урӑххи тутӑр“ тени те пур.

21

Ҫапла вара ун вырӑнне пирӗн урӑххине суйламалла. Вӑл ҫын Иисус Хуҫамӑр пирӗнпе пулнӑ чухне яланах Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗскер пулмалла.

22

Вӑл ҫын Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Иисус тӳпене ҫӗкленнӗ кунчченех пирӗнпе пулса, Вӑл чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗплетсе пӗлтерекен пулмалла».

23

Вара икӗ ҫынран пӗрне суйлама сӗннӗ: пӗри Варсава, тепӗр майлӑ тата Иуст текен Иосиф, пулнӑ; тепри – Матфий.

24

«Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем кӗлтуса. – Эсӗ кашнин чӗрине витӗр курса тӑратӑн, ҫак иккӗшӗнчен пӗрне, Ху суйласа илнине, кӑтартсамччӗ.

25

Иуда йышран уйӑрӑлса хӑй каймалли ҫӗре кайрӗ. Ун вырӑнне апостол тивӗҫне камӑн туса пымаллине кӑтартсамччӗ!»

26

Вара вӗсем шӑпа янӑ та, шӑпи Матфие тухнӑ. Ӑна вара вун пӗр апостолпа пӗрле пӗр йыша кӗртнӗ.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.