Иакова
1 2 3 4 5

1

Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр чуринчен Иаковран – пӗтӗм тӗнчипе сапаланнӑ вун икӗ йӑха – салам!

2

Эй, тӑвансем! Тӗрлӗ тӗрӗслеве савӑнса-хӗпӗртесе йышӑнӑр.

3

Ӗненӗвӗре тӗрӗслени хӑвӑра чӑтӑмлӑх кӳнине эсир пӗлетӗр.

4

Чӑтӑмлӑх сире аталантарӗ, вара эсир тулли пахалӑхлӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулӑр.

5

Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать.

6

Анчах та Турра ӗненӳллӗн, иккӗленмесӗр тархасламалла. Мӗншӗн тесен иккӗленекен ҫын вӑл ҫил ҫӗклентерсе сапалакан тинӗс хумӗ евӗр.

7

Иккӗленекен ҫын пур тӗлӗшӗнчен те тӗрексӗр. Унашкалли Хуҫа Турӑран мӗн те пулин ыйтса илессе ан та шутлатӑр.

8

Иккӗленекен ҫын пур тӗлӗшӗнчен те тӗрексӗр. Унашкалли Хуҫа Турӑран мӗн те пулин ыйтса илессе ан та шутлатӑр.

9

Чухӑн ӗненекен хӑйне Турӑ асла кӑларнӑшӑн савӑнтӑр.

10

Пуян ӗненекен те Турӑ хӑйне кӗҫӗне хӑварнӑшӑн савӑнтӑр, мӗншӗн тесен пуянлӑх уй-хир чечекӗ пек пӗтет.

11

Хӗвел тухать те, шӑрӑх ҫитет, курӑка ӗнтсе ярать. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать. Мулшӑн ҫунакан пуян та ҫавӑн пекех ҫухалать.

12

Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.

13

Илӗртсе тӗрӗсленӗ чухне никам та: «Турӑ мана тӗрӗслет», – тесе ан калатӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ усалпа ҫыхланмасть, Хӑй никама та илӗртсе тӗрӗслемест.

14

Кашниех хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнипе, илӗртнипе улталанать.

15

Ҫылӑхлӑ кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать. Тунӑ ҫылӑх вара вилӗм ҫуратать.

16

Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ан улталанӑр.

17

Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми.

18

Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.

19

Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, калаҫнинчен ытларах итлеме тӑрӑшӑр, ҫилленме ан васкӑр.

20

Мӗншӗн тесен ҫилӗ этеме Турӑ тӳрӗлӗхӗнчен пӑрса ярать.

21

Эппин тӗрлӗ тасамарлӑхран, юлнӑ ҫилӗрен хӑтӑлӑр. Чунӑрсене ҫӑлма пултаракан ӳкӗт сӑмахне йӑвашшӑн ӑша хывӑр.

22

Сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, вӗсем хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ кӑна. Эсир вара ҫав сӑмаха пурнӑҫлакансем пулӑр.

23

Мӗншӗн тесен сӑмаха итлекен, анчах сӑмах хушнӑ пек туман ҫын тӗкӗр ҫинче хӑйӗн сӑнне тинкерекен евӗр.

24

Вӑл хӑйне тӗкӗр ҫинче курать, анчах та тӗкӗр умӗнчен кайнӑ-кайман хӑй сӑнне манса каять.

25

Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан.

26

Сирӗнтен кам та кам Турра хисеплетӗп тет, анчах чӗлхине чармасӑр хӑйне хӑй улталать, вӑл Турра хисепленҫи кӑна тӑвать.

27

Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.