К Ефесянам
1 2 3 4 5 6

1

Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран – Христос Иисуса чунтан парӑннӑ Ефесри ӗненекенсене.

2

Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

3

Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, Унӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр. Вӑл пире, Иисус Христоспа пӗрлӗхлисене, чун-чӗмӗн тӗрлӗ пилӗпе ҫӳлти сӑвапа пилленӗ.

4

Вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхлисене, сӑваплӑ та таса, юратуллӑ пурӑнччӑр тесе, тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ.

5

Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ.

6

Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ.

7

Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ.

8

Ҫав ырӑлӑха Вӑл пире ытлашшипех панӑ ҫеҫ мар, унпа пӗрле тӗрлӗрен ӑслӑлӑх та, ӑнланулӑх та панӑ.

9

Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.

10

Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ.

11

Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ.

12

Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ.

13

Чӑнлӑх сӑмахне – ҫӑлӑнӑҫӑн Ырӑ Хыпарне – илтсессӗн, Ӑна ӗненсе, эсир те Христоспа пӗрлӗхлӗ пултӑр. Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе палӑртнӑ.

14

Пирӗн Турра мухтава кӑларма тӑрӑшмалла. Турӑ пире ҫылӑх тыткӑнӗнчен тӳлесе илӗ. Эпир Хӑйӗн еткерне тивӗҫессе унччен вара пире Святой Сывлӑш шантарать.

15

Ҫавӑнпа эпӗ те, эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен илтрӗм те,

16

хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп.

17

Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп.

18

Хӑй сире чӗнсе илсе шанчӑк панине, Унӑн ӗненекенсене парас еткерӗ епле пысӑк та чаплӑ пулнине сире пӗлтермешкӗн чӗрӗрсене уҫтӑрччӗ тетӗп.

19

Пирӗн, Унӑн аслӑ вӑйне пула Ӑна ӗненекенсен, хамӑр ӑшӑмӑрти Унӑн виҫесӗр вӑй-хӑватне пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп.

20

Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ.

21

Вӑл Христоса пур тӗрлӗ патшасенчен, пуҫлӑхсенчен, вӑйлисемпе хуҫасенчен – кунти пурӑнӑҫра кӑна мар, лери пурӑнӑҫра та – ҫӗрпе пӗлӗт ҫинчи мӗн пур влаҫран та аслӑрах турӗ.

22

Вӑл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуҫӗ – туса, пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пӑхӑнмалла турӗ.

23

Чиркӳ – Христос Ӳт-пӗвӗ, пурне те Тултараканӑн туллилӗхӗ пулса тӑрать.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.