К Евреям
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13

1

Турӑ ӗлӗк-авал пирӗн мӑн асаттесемпе пророксем урлӑ нумай хутчен тата тӗрлӗ майлӑн калаҫнӑ.

2

Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ.

3

Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.

4

Хӑйне Турӑ панӑ чаплӑ ят ангелсен ятӗнчен чаплӑрах пулнӑ пекех, Вӑл Хӑй те ангелсенчен чаплӑрах пулса тӑчӗ.

5

Чӑнах та, Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ – Санӑн Аҫу». Тата пӗр ангел ҫинчен те: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ», – тесе каламан.

6

Хӑйӗн Малтанхи Ывӑлне ҫут тӗнчене килтернӗ чухне Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ ангелӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса пуҫҫапчӑр».

7

Ангелсем пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ, Турӑ, ангелусене ҫил евӗр тӑватӑн, тарҫусене те вутланакан ҫулӑм евӗр тӑватӑн».

8

Ывӑлӗ пирки вара ҫапла каланӑ: «Эй, Турӑҫӑм, Санӑн престолу ӗмӗрлӗх, Хӑвӑн патшалӑхун тытӑмӗн палли – патша туйи – тӗрӗслӗхлӗ.

9

Эсӗ тӗрӗслӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн. Ҫавӑнпа та Сана, Турӑҫӑм, Хӑвӑн Аҫу, Хӑвӑн Турру ыттисенчен ытларах савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе суйларӗ».

10

Тата ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, пӗлӗтсем те – Санӑн аллу ӗҫӗсем.

11

Вӗсем пӗтӗҫ, Эсӗ яланах пулӑн. Вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ.

12

Эсӗ вӗсене тумтир пек чӗркӗн те улӑштарӑн, вӗсем улшӑнӗҫ. Эсӗ кӑна нихӑҫан улшӑнми, куну-ҫулу та вӗҫленми».

13

Тата Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар».

14

Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.