К Филимону
1

1

Чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑ Павелран тата ӗненекен тӑванӑмӑр Тимофейран – савнӑ Филимон тусӑмӑра, ӗҫри юлташӑмӑра;

2

тата савнӑ тӑванӑмӑр Апфия йӑмӑка; тата кӗрешӳри юлташӑмӑра Архипа; ҫавӑн пекех санӑн килӳнте пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑна.

3

Сире пурне те Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

4

Кӗллӗмсенче сана аса илмессерен эпӗ Туррӑма яланах тав тӑватӑп,

5

мӗншӗн тесен эсӗ Иисус Хуҫамӑра епле ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен тӑтӑшах илтетӗп.

6

Пирӗнпе пӗрле ӗненсе Иисус Христосри мӗн пур ырӑлӑха санӑн хӑвӑр патӑртах хастаррӑн пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп.

7

Санӑн юратулӑху пире пысӑк савӑнӑҫ тата йӑпанӑҫ парать. Сана пула, тавах, ӗненекенсем те чӗрисенче канӑҫлӑх тупрӗҫ.

8

Христос ячӗпе манӑн сана мӗн тумаллине хӑюллӑнах хушма ирӗкӗм пур.

9

Апла пулин те эпӗ санран юратулӑхпа ыйтасшӑн. Сана такам йӑлӑнмасть, эпӗ, ватӑ Павел, халӗ чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑскер, ыйтатӑп.

10

Эпӗ ӗненӳри ывӑлӑмшӑн, Онисимшӑн, тархаслас тетӗп. Кунта, тӗрмере, эпӗ уншӑн чун-чӗм ашшӗ пулса тӑтӑм.

11

Ӗлӗкрех сана унран ним усси те пулас ҫукчӗ, анчах халӗ вӑл иксӗмӗре те кирлӗ. Эпӗ ӑна сан патна яратӑп.

12

Эсӗ ӑна чӗреҫӗм вырӑнне хурсах хапӑл тусамччӗ.

13

Ман ӑна ярассӑмах килместчӗ. Ырӑ Хыпар вӗрентнӗшӗн тӗрмере ларнӑ чухне вӑл сан вырӑнна манӑн пулӑшаканӑм пултӑрччӗ тесе шутлаттӑм.

14

Анчах та санпа килӗшсе татӑлмасӑр нимӗн те тӑвас темерӗм. Ырӑ ӗҫе санӑн ҫын хистенипе мар, кӑмӑл хушнипе тумалла пултӑрччӗ терӗм.

15

Тен, вӑл санран вӑхӑтлӑха уйӑрӑлни эсӗ ӑна ху патна ӗмӗрлӗхе илессе пӗлтерчӗ.

16

Ӗнтӗ тек вӑл саншӑн чура мар, ҫывӑх ҫынну, савнӑ ӗненекен тӑвану. Вӑл маншӑн хаклӑ ҫыннӑм пулчӗ, саншӑн тата пахарах пулӗ. Эсӗ ӑна ҫынлӑхӗшӗн ҫеҫ мар, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулнишӗн те килӗштерӗн-ха.

17

Ҫапла ӗнтӗ, эсӗ мана тус-юлташ тесе шутлатӑн пулсан, ӑна мана йышӑннӑ пекех хапӑл ту.

18

Вӑл сана мӗнпе те пулин кӳрентернӗ е парӑмлӑ пулсан, вӑл мар, эпӗ парӑмлӑ тесе шутла.

19

Ҫакна хам аллӑмпа ҫырсах ҫирӗплететӗп: ун парӑмне хамах парса татӑп. Эсӗ ман умра пурӑнӑҫушӑн парӑмлӑ пирки эпӗ шарламастӑп та.

20

Ӗнтӗ Хуҫа Турӑ ячӗпе маншӑн ырӑ ӗҫ тусамччӗ, Хуҫамӑр урлӑ тӑван пулса, чунӑма лӑплантарсамччӗ.

21

Эсӗ итлессе шанса ҫыратӑп. Эсӗ маншӑн ыйтнинчен те ытларах тума пултарасса пӗлетӗп.

22

Тата ман валли пӳлӗм хатӗрле. Турӑ мана, сирӗн кӗллӗре илтсе, сирӗн патӑра ҫавӑрса ҫитерессе шанатӑп.

23

Сана Епафрас салам ярать. Христос Иисусшӑн вӑл манпа пӗрле тӗрмере ларать.

24

Манӑн ӗҫри юлташӑмсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука сана салам калаҫҫӗ.

25

Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗ сирӗн чун-чӗмпе пултӑр. Аминь.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.