К Филиппийцам
1 2 3 4

1

Иисус Христос чурисенчен Павелпа Тимофейран – Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Филиппӑри мӗн пур ӗненекенсене тата чиркӳ пуҫлӑхӗсемпе диаконсене:

2

сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

3

Сире аса илмессерен эпӗ Туррӑма тав тӑватӑп.

4

Пирвайхи кунран пуҫласа халичченех эсир Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатӑр. Ҫавӑнпа та, сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне, яланах савӑнса кӗлтӑватӑп.

5

Пирвайхи кунран пуҫласа халичченех эсир Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатӑр. Ҫавӑнпа та, сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне, яланах савӑнса кӗлтӑватӑп.

6

Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ.

7

Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр.

8

Эпӗ сире Иисус Христос юратулӑхӗпе пурне те юратнине Турӑ курать.

9

Сирӗн юратулӑхӑр пӗлӳллӗрех, тиркевлӗрех пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.

10

Ырра уйӑрма пӗлнӗ пирки Христос кунӗнче эсир таса чунлӑ та кӑлтӑксӑр пулни палӑртӑрччӗ тетӗп.

11

Иисус Христос урлӑ илнӗ тӳрӗлӗхӗн тулӑх ҫимӗҫне пула сирӗн Турра мухтава кӑлармалла пултӑрччӗ тетӗп.

12

Тӑвансем! Эпӗ сире ҫакна каласшӑн: мана хӗсӗрлени Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарма пулӑшрӗ.

13

Мана тӗрмене хупсан, эпӗ Христоса ӗненнӗ пирки ларнине преторири хурал салтакӗсем те, ыттисем те – пурте пӗлчӗҫ.

14

Мана тӗрмене хупнӑ пирки Хуҫамӑра ӗненекен тӑвансенчен чылайӑшӗ тата хытӑрах ӗненме, Турӑ сӑмахне хӑюллӑрах та хастартарах ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫларӗҫ.

15

Чӑн та, хӑшӗ-пӗрисем ҫакна мана кӗвӗҫсе, манпа тупӑшса тӑваҫҫӗ. Теприсем вара Христос ҫинчен ырӑ шухӑш-кӑмӑлпах вӗрентеҫҫӗ.

16

Манпа ӑмӑртма хӑтланса пӗрисем Христос ҫинчен таса чунпа вӗрентмеҫҫӗ, вӗсем мана, тӗрмере лараканскере, хӑйсем пекех кӗвӗҫӳллӗ пуль тесе, тата ытларах кулянтарасшӑн.

17

Теприсем, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесси манӑн тивӗҫӗм пулнине пӗлнӗрен, юратуллӑ чунпа вӗрентеҫҫӗ.

18

Апла-и, капла-и – Христос ҫинчен таса чунпа е ячӗшӗн кӑна вӗрентсен те – эпӗ ҫапах савӑнатӑп, савӑнӑп та.

19

Сирӗн кӗллӗре пула, Иисус Христос Сывлӑшне пула ҫакӑ мана ҫӑлӑнма пулӑшасса пӗлсех тӑратӑп.

20

Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ.

21

Пурӑнасса та эпӗ Христосшӑн пурӑнатӑп, вилсессӗн те ҫӳлти сӑвапа илӗп.

22

Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнни ӗҫӗмшӗн усӑллӑ пирки пурӑнӑҫпа вилӗмрен хӑшне суйласа илмеллине те пӗлместӗп.

23

Маншӑн вӑл та, ку та кӑмӑллӑ: ҫак пурӑнӑҫран уйӑрӑлса кайса манӑн Христоспа пӗрле пулас килет. Ку, паллах, чылай аванрах пулӗччӗ.

24

Анчах та эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнни сире кирлӗрех.

25

Чӗрӗ юласси пирки вара эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Сирӗн ӗненӗвӗре аталантарса савӑнӑҫ кӳмешкӗн эпӗ сирӗнпе пуринпе те курнӑҫӑп-ха.

26

Вара, тепре сирӗн патӑра ҫитсессӗн, мана пула эсир Христос Иисуспа тата ытларах мухтанма пултарӑр.

27

Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ.

28

Христоса ӗненессине хирӗҫ тӑракансенчен вара пӗртте ан хӑрӑр: эсир хӑрамасӑр пурӑнни вӗсемшӗн пӗтеслӗх палли пулӗ, хӑвӑршӑн вара – ҫӑлӑнӑҫ палли. Ҫакӑ йӑлтах Турӑран,

29

мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.

30

мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.