К Галатам
1 2 3 4 5 6

1

Ҫын кӑмӑлӗпе те, этем ирӗкӗпе те мар, Иисус Христоспа Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнипе апостола тухнӑ Павелран

2

тата кунта манпа пӗрлехи мӗн пур ӗненекен тӑванӑмӑрсенчен – Галатири ӗненекен ушкӑнсене.

3

Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.

4

Пире ҫак тӗнче усаллӑхӗнчен хӑтарас тесе Иисус Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ.

5

Турӑ ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ пултӑр. Аминь.

6

Эсир хӑвӑра Христос ырӑлӑхӗпе чӗнсе илекентен пӑрӑнса ырӑ хыпар текен урӑхла вӗрентӳ хыҫҫӑн ытла та час кайнинчен эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп.

7

Анчах та урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук! Сире иккӗлентерсе ярса Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӑсас текен ҫынсем кӑна пур.

8

Сире кам та пулин эпир маларах вӗрентнинчен урӑхларах вӗрентес пулсассӑн – ҫапла вӗрентекенӗ хӑть эпир пулар, хӑть тӳперен аннӑ ангел пултӑр – ылхан ҫиттӗр ӑна!

9

Эпир сире малтан пӗрре каланӑччӗ, халӗ татах тепре калам: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине вӗрентекене ылхан пултӑр.

10

Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.

11

Эй, тӑвансем, сире хыпарлатӑп: эпӗ сире вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар этемӗн мар.

12

Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ.

13

Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм.

14

Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ.

15

Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм,

16

Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм,

17

хамран маларах апостола тухнисем патне Иерусалима та каймарӑм. Эпӗ тӳрех Аравине кайрӑм, унтан каллех Дамаска тавӑрӑнтӑм.

18

Кайран, тепӗр виҫӗ ҫултан, эпӗ Петрпа тӗл пулма Иерусалима кайрӑм, ун патӗнче икӗ эрнене яхӑн пурӑнтӑм.

19

Хуҫамӑрӑн тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне эпӗ пӗр апостолпа та курса калаҫман.

20

Турӑ умӗнче калатӑп: сирӗн пата ҫырнинче суеҫтерни ҫук.

21

Унтан эпӗ Сирипе Килики ҫӗрӗсене кайрӑм.

22

Иудейӑра, Христоса ӗненекен ушкӑнсенче, мана никам та палламастчӗ.

23

Вӗсем хӑйсене малтан хӗсӗрлекен, ӗненӗве пӗтерес текен ҫын халӗ хӑй ҫав тӗне вӗрентсе ҫӳрет тенине кӑна илтнӗ.

24

Вара вӗсем Турра маншӑн мухтанӑ.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.