К Римлянам
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16

1

Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ.

2

Ҫав Ырӑ Хыпара таса ҫырусенче Турӑ Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ малтанах шантарнӑ.

3

Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ.

4

Сӑваплӑ чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Вӑл Туррӑн хӑватлӑ Ывӑлӗ пулни вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тӑрӑх уҫҫӑнах палӑрнӑ. Вӑл – Иисус Христос, пирӗн Хуҫамӑр.

5

Турра пӗлмен мӗн пур халӑхсене Иисус ятне ӗнентерме, ҫав ӗненӗве чунтан парӑнтарма пире Ун урлӑ тивлет те, апостол тивӗҫне те панӑ.

6

Эсир те, Иисус Христос чӗнсе илнисем, Турра пӗлмен ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнатӑр.

7

Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

8

Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.

9

Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать.

10

Хӑҫан та пулин сирӗн патӑра ҫитсе курмашкӑн ирӗк патӑрччӗ тесе кӗллӗмсенче тӑтӑшах Турра йӑлӑнатӑп.

11

Манӑн сирӗнпе курнӑҫса Турӑ Сывлӑшӗн пархатарӗпе сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетесчӗ.

12

Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр.

13

Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.

14

Манӑн грексемпе варварсене те, ӑслисемпе айваннисене те вӗрентес тивӗҫӗм пур.

15

Ҫапла вара, хама илес пулсассӑн, эпӗ сире те, Римра пурӑнакансене, Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн хатӗр.

16

Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен.

17

Хытӑрах та хытӑрах ӗненсе пынӑҫемӗн Ырӑ Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлсах пырать. Ун пирки Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫын ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ».

18

Турра хисеплеменни тата этем йӗркесӗрлӗхӗ чӑнлӑха пусарса тӑрать. Унашкал ҫынсем ҫине тӳперен Турӑ ҫилли анӗ.

19

Турӑ ҫинчен мӗн пӗлмеллине вӗсем пӗлеҫҫӗ, ҫакна Турӑ Хӑй вӗсене уҫса панӑ.

20

Унӑн курӑнми ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ тӗнчене пултарнӑранпах палӑрать, ӑна Вӑл пултарнӑ тӗнчене сӑнасанах ӑнланса илме пулать. Ҫавӑнпа та усал туса пурӑнакансене каҫару пулас ҫук.

21

Турӑ ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем Ӑна Турра мухтанӑ пек мухтамаҫҫӗ, тав тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсен шухӑшӗсем пушӑ вӗрентӳсем тавра ҫавӑрӑнаҫҫӗ, вӗсен туйми чӗрисем тӗттӗмленнӗ.

22

Вӗсем хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухнӑ.

23

Вӗсем вилӗмсӗр Туррӑн мухтавне вилӗмлӗ этем, вӗҫен кайӑк, чӗр чун, ҫӗлен-калта сӑнарӗпе ылмаштарнӑ, ҫав кӗлеткесене пуҫҫапаҫҫӗ.

24

Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене ирсӗррипех хӑварнӑ: ҫылӑхлӑ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайса вӗсем хӑйсен ӳт-пӗвне хӑйсемех чыссӑрлатаҫҫӗ.

25

Вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа ылмаштарнӑ, Пултаракан Турра пуҫҫапас вырӑнне пултарнӑ япаласене пуҫҫапса чӳклеҫҫӗ. Пултаракан ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ пултӑр, аминь.

26

Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене намӑслӑх тыткӑнне панӑ: вӗсен хӗрарӑмӗсем арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе асса пурӑнаҫҫӗ.

27

Вӗсен арҫынӗсем те арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне пӗр-пӗринпе, арҫынпа арҫын, асса пурӑнаҫҫӗ, намӑс ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен пӑсӑклӑхӗшӗн хӑйсемех тивӗҫлӗ тавӑру илеҫҫӗ.

28

Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.

29

Вӗсем йӗркесӗр, аскӑн, чее, ҫӑткӑн, ҫилӗллӗ, кӗвӗҫ, ҫын вӗлерекен, чӑркӑш, ултавлӑ, хаяр кӑмӑллӑ,

30

усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ пулаҫҫӗ. Вӗсем Турра кураймаҫҫӗ, ҫынсене кӳрентереҫҫӗ, мухтанчӑк, мӑнкӑмӑллӑ, тем тӗрлӗ усал тума та ӑста, ашшӗ-амӑшне итлемеҫҫӗ.

31

Вӗсем ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ, шанчӑксӑр, никама та юратмаҫҫӗ, ниепле те ҫураҫмаҫҫӗ, хӗрхенме пӗлмеҫҫӗ.

32

Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансем Туррӑн тӳрӗ сучӗпе вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ, анчах ҫав ӗҫсене тӑваҫҫӗ кӑна мар, тӑвакансене те ырлаҫҫӗ.

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.