Откровение

1

Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартас тесе, Турӑ Иисус Христоса малашнехине уҫса панӑ. Ҫӑвна Вӑл Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ.

2

Иоанн вара Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен, Иисус Христос ҫирӗплетсе калани ҫинчен тата хӑй мӗн-мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пӗлтернӗ.

3

Ҫак пророкла сӑмахсене вулакан, вӗсене итлекенсем тата унта мӗн ҫырнине тытса пурӑнакансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ.

4

Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ,

5

Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ,

6

Хӑйӗн Ашшӗ, Туррӑмӑр, умӗнче пире патшалла священниксем тунӑ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та хӑватлӑ пултӑр! Аминь.

7

Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.

8

«Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, – тет Хуҫамӑр. – Эпӗ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тӑракан».

9

Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ.

10

Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.

11

– Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».

12

Хампа калаҫаканни кам сасси-ши тесе, эпӗ хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхрӑм. Вара, ҫавӑрӑнса пӑхсан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм.

13

Ҫутаткӑҫсем хушшинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ. Хӑй вӑрӑм тум тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ.

14

Пуҫӗ те, ҫӳҫӗ те Унӑн шурӑ ҫӑм пек, юр пек шап-шурӑччӗ, куҫӗсем вут ҫулӑмӗ евӗрччӗ.

15

Урисем Унӑн шӑранса тӑракан пӑхӑр пекчӗ, сасси шыв кӗрлени пекчӗ.

16

Сылтӑм аллине Вӑл ҫичӗ ҫӑлтӑр тытнӑччӗ, ҫӑварӗнчен ик енӗ те ҫивӗч хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ-пичӗ вара Унӑн хӗртсе пӑхакан хӗвелччӗ.

17

Ӑна курсассӑнах эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вара Вӑл ман ҫине сылтӑм аллине хурса ҫапла каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ – Малтанхи те, Кайранхи те.

18

Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.

19

Ӗнтӗ ху мӗн курнине, мӗн пуррине тата ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине ҫырса хур.

20

Эсӗ Манӑн аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑр тата ҫичӗ ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр вӑл – ҫичӗ чиркӗвӗн ангелӗсем, эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара – ҫичӗ чиркӳ».

© 2018 Дом Молитвы. Христианская Интернет Миссия.